ЮНЕСКĂН генеральнăй конференцийĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, 1999-мĕш çултан пуçласа пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне уявлаççĕ. Ăна нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Чĕлхесене сыхласа хăварас, вĕсене çухалма парас мар тĕллевпе ирттерме йышăннă çак уява. Мĕн пур чĕлхене йышăнни тата хисеплени тăнăçлăха упрать. Çĕр çинче пурăнакан пур халăхăн та хăйĕн чĕлхи пур.
Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчери Тăван чĕлхе кунне халалласа Кăнарти вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Трофимова Р.Р. тата шкул библиотекарĕ Терентьева А.В. 5-11-мĕш класра вĕренекенсемпе «Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунĕ» калаçу, унтан 9-11 класра вĕренекенсемпе вĕрентекенсен командисене йĕркелесе «Выляр-ха, тăван чĕлхене савса» вăйă-викторина ирттерчĕç. Ачасемпе пĕрле вĕрентекенсем те ваттисен сăмахĕсене вĕçлерĕç, упмалли юмахсен тупсăмне тупрĕç, панă сыпăксенчен сăмахсем вырнаçтарса сăвă йĕркисене тĕрĕс тупса йĕркелерĕç, алфавит пĕлнине тĕрĕслерĕç, чăвашсен апат-çимĕçĕ çинчен аса илчĕç, тăвансем пирĕншĕн кам пулнине ăнлантарчĕç, ыйтусем çине хуравларĕç тата тĕрлĕ ĕç пурнăçларĕç.
Уява пухăннисем тăван чĕлхене упраса-сыхласа хăварасси, ăна малалла аталантарасси хамăртан килнине палăртрĕç.
Трофимова Р.Р.