
Çĕрпÿ муниципаллă округĕнче 5–6-мĕш классенче вĕренекенсен «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсĕ пуса иртрĕ. Кăçал ăна Раççей Федерацийĕнчи халӑхӗсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн çулталӑкне халалланă.
Конкурс тӗллевӗсем:
- ҫамрăк ӑрӑва патриотсем пулса ӳстересси, хӑйсен ҫӗр-шывне, тӑван кĕтесне юратма, тăван халӑхăн культура эткерлӗхне хисеплеме вĕрентесси;
- вулама, кӗнекепе кӑсӑкланма, литература тӗнчипе хутшӑнма хăнăхтарасси;
- илемлĕ, туйăмлă каласа кăтартас, халӑх умӗнче калаҫас хӑнӑхусене йӗркелесси;
- вӗренекенсен ӑс-хакӑл, пултарулӑх тата эстетика аталанӑвӗ урлӑ чӑваш чӗлхине вӗренес кӑсӑклӑха упраса хӑварасси тата аталантарасси.
Конкурса Çĕрпÿ мунициапаллă округĕнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисен 5-мĕшпе 6-мӗш класӗсенче вӗренекенсем хутшӑнчĕҫ.
5-мĕш тата 6-мĕш классенче вĕренекенсем хăйсен ӳсĕмĕнчи икĕ ушкăна пайланса çак темăсене ирĕккĕн суйласа илсе пултарулăхне кăтартма пултарчĕç:
- «Чăваш Енĕм – килĕшӳ çĕр-шывĕ» / «Чувашский край – земля дружбы и согласия»;
- «Ман шкулти халӑхсен туслӑхӗ» / «Дружба народов в моей школе»;
- «Тус тени ěмěрлěх пултăр» / «Пусть дружба длится на века»;
- «Раҫҫей халӑхӗсен мана килĕшекен уявӗ» / «Мой любимый праздник народов России». Пĕтĕмпе 15 ĕç пулнă.
Çак конкурса Кăнар вăтам шкулĕнче 6 класра вĕренекен Федоров Степан хутшăнчĕ. Вăл «Чăваш Енĕм ─ килĕшÿ çĕр-шывĕ» темăпа калаçрĕ (вĕрентекенĕ Трофимова Р.Р.). Призёр ятне тивĕçлĕ пулчĕ. Саламлатпăр ! Малалла та ăнăçусем сунатпăр!