Чăваш Республикин вĕренӳ институчтĕ шкул ачисене чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе кăсăклантарас, ачасене халăх культурипе, ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл пуянлăхĕпе паллаштарас тĕллевпе интернет олимпиада ирттерчĕ.
Олимпиадăна 5–11-мĕш классенче вĕренекен 350 яхăн ача хутшăннă, çав шутра республика тулашĕнчен (Тутар Республикин Нурлат, Çĕпрел, Элкел, Теччĕ, Çарăмсан, Павлă, Аппас, Пĕкĕлме, Аксу районĕсенчи 23 ача; Пушкăрт Республикин Авăркас, Куюргазă, Кармаскала, Пишпӳлек районĕсенчи 7 ача) – 30 вĕренекен.
Интернет олимпиадăна кăçал Çĕрпӳ, Патăрьел, Вăрмар, Муркаш, Канаш, Вăрнар, Куславкка муниципалитет округĕсен тата Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хула округĕсен шкул ачисем пысăк хастарлăхпа хутшăнчĕ.
Кăнар шкулĕнче 9 класра вĕренекен Федорова Карина та çак олимпиадăна хутшăнса призёр ятне тивĕçлĕ пулчĕ (вĕрентекенĕ Трофимова Р.Р.). Саламлатпăр!
Авторĕ Трофимова Р.Р.