
Чăваш Республикин вĕренӳ министерстви шкул ачисен чăваш чĕлхипе литера турине хăй тĕллĕн илемлĕ текст хайласа пĕлес кăмăлне ырлас тата аталанта-рас тĕллевпе пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен 9–11мĕш класĕсенче вĕренекенсемпе чăвашла хайлавсен конкурсне ирттерет.
Конкурс валли çак темăсем палăртнă:
- «Эп – чăваш ачи, саватăп хамăрăн Чăваш çĕрне»;
- «Илемлӗ чӑваш тӗрри те тӗрлеме пӗлсен кӑна»;
- «Тăван çĕр-шывран хакли нимĕн те çук».
Пĕрремĕш тапхăр – муниципалитет тапхăрĕ – 2025 çулхи юпа уйăхĕн 24-мĕшĕччен муниципалитет округĕсен вĕренӳ управленийĕн органĕсем ирттерчĕç. Кăнар шкулĕнчи 9 класра вĕренекен Федорова Карина (вĕрентекенĕ Трофимова Р.Р.) çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Саламлатпăр!