Раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Кăнар шкулĕнче ĕçлекенсем Чăваш драма театрне «Аманнă шăпа» спектакль кайса курчĕç. Ăна вӑрçӑра пулнӑ пушкӑрт писателӗн тата драматургӗн Нажиб Асанбаевӑн пьесипе лартнӑ. Спектакль Тӑван Çӗршывӑн Аслӑ вӑрçин авӑрне лекнӗ салтаксен шӑписем çинчен каласа парать.
Çӗнтерӗве туптакансемшӗн вӑрçӑ мӗн тери тӗрӗс мар та хаяр пулма пултарнӑ? Хаяр вӑрçӑ витӗр тухсан телейлӗ пуласлӑхӑн шанӑçне упраса хӑварма пулать-ши? Çакӑн пек тӳсейми йывӑрлӑхсем хыççӑн çын чунӗ таса юлать-ши? Çӗнтерӳçӗсен ялавне йӑтса пырас вырӑнне салтакӑн Çӗпӗрти лагерьсенче вун пилӗк çул ларса тухма тиврӗ пулсан, унӑн чӗринче мӗн юлать? Асӑмлӑх. Юратупа курайманлӑх, шанчӑклӑхпа сутӑнчӑклӑх, героизмпа хӑравçӑлӑх, пӗтӗм халӑх паттӑрлӑхӗ çинчен асӑмлӑх.
«Аманнӑ шӑпа» спектакле Тӑван Çӗршывӑн Аслӑ вӑрçин салтакӗсемпе ветеранӗсене халалланӑ.
Асăнса хăвармалла, çак спектакльте Кăнар шкулĕнче вĕреннĕ Алексей Герасимовпа (вăлах режиссĕр ассистенчĕ те) Александр Демидов тĕп сăнарсем пулчĕç. Спектакль питĕ килĕшрĕ!
Автор фото и текста - Трофимова Р.Р.