Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен 9–11 класĕсенче вĕренекенсем валли Чăваш Республикин вĕренӳ министерстви сочиненисен республикӑри конкурсне йĕркелерĕ. Вăл 2023 çулхи авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн вун иккĕмĕшĕччен иртрĕ.



Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен 9–11 класĕсенче вĕренекенсем валли Чăваш Республикин вĕренӳ министерстви сочиненисен республикӑри конкурсне йĕркелерĕ. Вăл 2023 çулхи авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн вун иккĕмĕшĕччен иртрĕ.

Сочиненисен конкурсĕн тĕллевĕ – 9–11 классенче ăс пухакан ачасен тăван чĕлхене вĕренес туртăмне хавхалантарни тата аталантарни, вĕренекенсене хăйсем тĕллĕн илемлĕ текст калăплама, тăван чĕлхепе культурăна юратма тата чи паха ăс-хакăл пуянлăхĕ пек йышăнма хăнăхтарни, хăйсен шухăшĕ-ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме вĕрентни, социаллă тата пултарулăх активлăхне, хастарлăхне аталантарни.

Пултарулăх ĕçĕсене виçĕ темăна шута илсе çырмалла пулнă:

– «Эпĕ вĕрентекен пулас пулсан…»;

– «Телейлĕ ачалăх – телейлĕ çĕр-шыв»;

– «Тăван çĕр-шыв хӳтĕлевçи – мухтавлă професси».

Конкурс виçĕ тапхăртан тăрать:

- пĕрремĕш тапхăр муниципалитет шайĕнче иртрĕ. Чи пысăк балл пухнă вĕренекенсен ĕçĕсене суйласа илсе муниципалитетсем Чăваш Республикин вĕренÿ институтне ярса пачĕç;

- иккĕмĕш тапхăр кĕретсĕр майпа иртрĕ, Чăваш Республикипе Чĕмпĕр облаçĕн тĕрлĕ шкулĕсенчен ярса панă 39 чи лайăх ĕç авторĕ хутшăнчĕ. Муниципалитетсенче малти вырăна тухнă ĕçсене Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ĕçтешĕсем хакларĕç, чи лайăххисене суйласа илчĕç;

- виççĕмĕш тапхăр кĕретĕн иртет, иккĕмĕш тапхăрта чи пысăк балл пухнă 10 ĕç авторĕ тупăшрĕ.

Виççĕмĕш кĕретĕн иртнĕ тапхăрта Шупашкар хулин 62-мĕш вăтам шкулĕнче 9 класра вĕренекен Полина Яковлева (ертӳçисем – Николаева Людмила Петровна, Мурзакаева Марина Валерьевна) тата Элĕк муниципалитет округĕн Вутланти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулĕнче 9 класра вĕренекен Андреева Галина (ертӳçи – Львова Алиса Николаевна) çĕнтерӳçĕ пулса тăчĕç.

Полинăпа Галинăна тата вĕсене тăван чĕлхене питĕ лайăх вĕрентнĕ, илемлĕ те тарăн шухăшлă хайлав çырма хăнăхтарнă вĕрентекенсене саламлатпăр, тав тăватпăр, малашне те çитĕнӳсем сунатпăр!

Çавăн пекех призёрсене те ăнăçу сунар, яваплăха туйса ĕçленĕшĕн тав тăвар:

Березина Арина (ертӳçи – Ястребова Наталия Ивановна), Муркаш муниципалитет округĕн «Муркашри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул» МБВУ;

Болотов Даниил (ертӳçи – Трофимова Рина Рудольфовна), Çĕрпÿ муниципалитет округĕн «Кăнарти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул» МБВУ;

Олаева Диана (ертӳçи – Смирнова Галина Аркадьевна), Шупашкар муниципалитет округĕн «Çĕньял-Покровскинчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул» МБВУ;

Антонова Наташа (ертӳçи – Морякова Лидия Петровна), Тăвай муниципалитет округĕн «Турикас Тушкилти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул» МБВУ;

Ляпунова Виктория (ертӳçи – Рудакова Галина Георгиевна), Ульяновск облаçĕнчи Димитровград хулин «Иван Петрович Мытарев Совет Союзĕн Геройĕ ячĕллĕ 19-мĕш вăтам шкул» МБВУ;

Гладкова Снежана (ертӳçи – Улюкина Людмила Степановна), Ульяновск облаçĕнчи «Ульяновск районĕ» муниципалитет тытăмĕн «Унтăрти лицей» МППУ.