Сочиненисен конкурсĕ



Тӑван чӑваш чӗлхине вӗренес тата шкул ачисен пӗлӳлӗх интересне  аталантарас тӗллевпе Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗнче пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисенчи 9-11-мӗш классенче вӗренекенсем  хушшинче чӑвашла сочиненисен конкурсӗ иртрӗ.

Конкурса ҫак енсемпе ирттернӗ: «"Эпě вěрентекен пулас пулсан …" ,      « Телейлӗ ачалӑх – телейлĕ çĕр -шыв» , «Тăван çĕр-шыв хӳтĕлевçи – мухтавлă професси».

Асӑннӑ конкурса  Кăнар шкулĕнчи 10 класра вĕренекен Болотов Даниил  та виççĕмĕш темăна суйласа яланхи пекех хастар хутшӑнчӗ. (Вĕрентекенĕ Трофимова Р.Р.)

Вăл çĕнтерÿçĕ  пулса тӑчĕ. Унăн муниципалитет чысне республика шайĕнче хÿтĕлемелле пулать. Даниил Болотова саламлатпăр!  Ăнăçу сунатпăр!