Держим марку

Держим марку
Кăнар шкулĕнче ĕçлекен Трофимова Рина Рудольфовна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ викторинăна хутшăннă

    Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен Ассоциацийĕ, Шупашкар хулин Марфа Трубина ячĕллĕ библиотеки – çемье вулавĕн центрĕ чăвашсен паллă ача-пăча писателĕ, Чăваш АССР шкулĕпе РСФСР шкулĕн тава тивĕçлĕ учителĕ Марфа Дмитриевна Трубина çуралнăранпа 135 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ «Асăнмалăх, савăнмалăх» регионсем шайĕнчи викторина вĕçленчĕ. Вăйă-ăмăртăва ирттерекенсен йышĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ тата «Хыпар» Издательство çурчĕн «Тантăш» хаçачĕ пулчĕç. Викторинăна Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенче, Чĕмпĕр, Саратов облаçĕсенче тата Кострома хулинче вĕренекен шкул ачисем, студентсем, ача-пăча сачĕн воспитателĕсем, учительсемпе библиотека ĕçченĕсем  хутшăннă. Вĕсенчен пурĕ 450 ĕç килнĕ. Жюри пултарулăх ăмăртăвне килнĕ викторина хуравĕсене тишкерсе пăхса тухна, хак панă, тĕрĕс те тулли хуравланă ĕçсене суйласа илнĕ, çĕнтерӳçĕсемпе призёрсене палăртнă. Кăнар шкулĕнче ĕçлекен Трофимова Рина Рудольфовна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ те сак викторинăна хутшăннă. Вăл призёр ятне илме тивĕçлĕ пулнă.