Ҫӗрпӳ тата
Куславкка районӗсенчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен
тĕлпулăвĕ
2022 ҫулхи чӳк
уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Аслă Куснарти
пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул базинче Ҫӗрпӳ тата Куславкка районӗсенчи
пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче чӑваш
чӗлхипе литературине вӗрентекенсен районсен хушшинчи «Чăваш чĕлхипе креактивлă шухăшлава шкулта
мĕнле аталантармалла?» темӑпа митап-сессийӗ иртрӗ.
Шкулӑн пӗрремӗш
хутӗнче мероприятие хутшӑнакансене ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш юррипе кӗтсе илчӗҫ.
Салам сӑмахӗпе хӑнасенчен Аслă Куснарти вӑтам шкул директорӗ В. Н. Шмелев калаçрӗ.
Унтан Аслă Куснар
шкулӗнче вӗренекенсем хӑнасен умне уяв концерчӗпе тухрӗҫ: юрӑсем, ташӑсем,
халӑх музыка инструменчӗсемпе выляни – пурте тӑван Чӑваш Ен культурине
юратнине, хисепленине кӑтартса пачӗҫ.
Креативлӑ
шухӑшлав мӗн вӑл? Ӑна мӗнле тата мӗншӗн аталантармалла? Креативлӑ шухӑшлани
пурнӑҫри ҫивӗч ыйтусене татса пама пулӑшать-и? Чӑваш чӗлхине упраса хӑварас
тата аталантарас тесе унпа мӗнле усӑ курмалла? Ҫак тата ытти ыйтӑва педагогсем
митап-сессире сӳтсе яврӗҫ.
Мероприяти
вӗҫленнӗ хыҫҫӑн педагогсем Куславкка
районӗнчи Аслă Куснар ялĕн ҫывӑхӗнчи «Чӗмсӗр
чикӗ хуралҫисене» халалланă мемориала ҫитсе курнӑ.
Чӑваш чӗлхипе
литературине вӗрентекенсен митап-сессийӗ усӑллӑ та интереслӗ иртрӗ.
Семинара
хутшӑннисем пурте сертификатсем илчӗҫ.