Чӑваш
композиторӗпе драматург Федор Павлов ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалланӑ
республикӑри дистанци викторинин пӗтӗмлетӗвӗ
Чӑваш Ен Вӗренӳ Министерствин
"Пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксен" Эткер " центрĕ 2022 ҫулхи юпа
уйӑхӗнче Чӑваш композиторӗпе драматург Ф.Павлов çуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине
халалласа республикӑри дистанци викторинине йӗркеленӗ.
Викторинӑн тӗп
тӗллевӗ Ф. П. Павлов композиторӑн тата драматургӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑх
еткерлӗхне тӗпчесе анлă сарасси пулнӑ.
Викторинӑна
пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенчи 5-мĕш
класран пуҫласа 11-мĕш класс вĕренекенĕсемпе
ирттернӗ.
Викторинӑра пурӗ
500 ытла вӗренӳ организацийӗсенче вӗренекенсем хутшӑннӑ.
Мероприяти пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх викторина ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене палӑртнӑ. Кăнар шкулĕнче 9-ш класра вĕренекен Савгабина Анастасия (вĕрентекенĕ Р.Р.Трофимова) çак викторинăна хутшăннă, сертификат илме тивĕç пулнă.