Пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче, 12 сехетре, Пӗтӗм Раҫҫейри "Тӑнӑҫлӑха хӳтӗлекенсем" ятлă уҫӑ урок пулса иртрӗ. Унта Чӑваш Ен вӗренӳ учрежденийӗсем хутшӑнчӗҫ. Эфира Украинӑра ирӗке кӑларакан миссие халалланӑ. Проекта Раҫҫей Ҫутӗҫ Министерствин пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ.
Уҫӑ урок вӑхӑтӗнче ачасем паянхи событисен историне тимлĕн итлесе ларчӗҫ тата пирӗн ҫӗршывшӑн МӖНЛЕ хӑрушлӑх сиксе тухни ҫинчен ӑнлантарнине тăнларĕç. Çавӑн пекех ачасене информаци юхӑмӗнче тӗрӗслӗхе мӗнле уйӑрса илмеллипе паллаштарчӗҫ.
Уҫӑ урока София Хоменкона Денис Полунчуковпа, журналистпа тата телеведущипе, ирттерчӗ, Эфир хӑни Петр Ишков, ҫар историйӗ енӗпе эксперт, вӗренӳ пособийӗсем истори публикацийӗсен авторӗ пулнӑ.
Кăнар шкулĕнче те Пӗтӗм Раҫҫейри " Тӑнӑҫлӑха хӳтӗлекенсем " ятлă уҫӑ урок иртрӗ.