Уроксен фестивалĕ
Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче " Районти культурӑпа библиотека пулӑшӑвӗн центрӗнче" чăваш чĕлхипе литературине вӗрентекен предметниксен "Педагогика инновацийӗсем" район фестивалӗ пилӗк номинаципе иртнӗ:
- "Манӑн чи лайӑх урок";
- "Уроксем хыҫҫӑнхи шкул. Ку интереслӗ!»;
- "Автор программисемпе проектсем";
- "Эпӗ вара ҫапла тӑватӑп! ";
- "Манӑн видеоурок";
- "Хавхалану" (автор прозипе поэзи).
Фестивале Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературин 21 вӗрентекенӗ хутшӑнчӗ.
Кăнар шкулĕнче ĕçлекен Трофимова Рина Рудольфовна, чӑваш чӗлхипе литература вĕрентекенĕ, "Манăн чи лайах урок" номинацире хутшăннă. Çак номинацире 2-ш вырăн йышăнса призёр пулса тăнă.