Юпа уйăхĕнче пирĕн хисеплерен те хисеплĕ, юратнă вĕрентекенĕмĕр Белова Мария Ивановна 80 çул
тултарчĕ. Эпир ӑна сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул сунатпӑр, пире вӗрентнишӗн пуҫ
таятпӑр.
Мария Ивановна хӑйӗн ҫинчен
каласа пачӗ çырса илесех терĕмĕр.
Эпӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шанарпуҫ ялӗнче
ҫуралса ӳснӗ. Манӑн атте, Ефремов Иван Осипович, малтан Куславккара, каярах
Октябрьскинче финанс енӗпе инспектор пулса ӗҫленӗ. Анне вилнӗ хыҫҫӑн, 1946
ҫулта, Шанарпуҫне – «Восток» колхоза, бухгалтер ӗҫне куҫнӑ.
Анне, Ефремова Васелиса Сергеевна, колхозра тӗрлӗ ӗҫсенче вӑй хунӑ: тырӑ алӑпа
акнӑ, ҫурлапа тырӑ вырнӑ, утӑ ҫулнӑ, авӑн тӑпӑчӑпа ҫапнӑ, ҫӗрулми кӗреҫепе
кӑларнӑ… - мӗн-мӗн ӗҫ тунине каласа та пӗтереймӗн. Вӑл вӑхӑтра пирӗн ялта
трактор-комбайн тавраш пулман. Ҫичӗ ача ҫуратнӑ анне. Вӗсенчен иккӗшӗ: пӗри 4
ҫулта, тепри ҫулталӑк ҫурӑра – вилнӗ. Эпӗ ҫуралсан, анне хӗне кайнӑ, ура ҫине
тӑрайман. Эпӗ пилӗк ҫулта чухне, 1946 ҫулта, ҫӗре кӗнӗ.
Атте 5 ачапа тӑлӑха юлнӑ. Пӗтӗм пурнӑҫне ачисене ура ҫине тӑратас тесе тӑрӑшнӑ
вӑл, ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр тенӗ пек ӗҫленӗ. Халӗ эпӗ, хам виҫӗ ача амӑшӗ, питӗ
лайӑх ӑнланатӑп: мӗнле йывӑр пулнӑ ӑна. Хӑй лартнӑ тӗллеве вӑл чыслӑ
пурнӑҫланӑ: 4 хӗрӗ ачасене тӗрӗс пӑхса ӳстерес тесе тӑрӑшнӑ, пединститут
пӗтернӗ. Ывӑлӗ Совет Ҫарӗн офицерӗ, Инҫет Хӗвел тухӑҫӗнче танкистсен чаҫӗн
командирӗ пулнӑ. Ҫар ӗҫне демобилизаци енӗпе хӑварсан, Самара хулинче
пароходствора капитан-механикре тӑрӑшнӑ. Темиҫе хутчен «Ударник
коммунистического труда», «Победитель социалистического соревнования» паллӑсене,
«За трудовое отличие» медале тивӗҫнӗ.
Хамӑр ялти шкулта ҫичӗ ҫул
вӗренсе пӗтерсен, эпӗ Куславкка районӗнчи Елчӗк вӑтам шкулне пӗтертӗм. Ун
хыҫҫӑн икӗ ҫул хушши тӑван колхозра вӑй хутӑм. Аттене пӗччен хӑварма хӑю
ҫитерейменрен, эпӗ ниҫта кайма та шутламарӑм. 1961-мӗш ҫулта Чӑваш
пединститутне заявлени патӑм. Экзаменсем августра. Унччен эпӗ колхозра мана
вырма панӑ ыраш пуссине вырса пӗтертӗм. Атте мана Шупашкара кайма укҫа панӑ
чухне ҫапла калать: «Институтне кӗреймесен те лайӑхчӗ те-ха»… Экзаменсене
ӑнӑҫлӑ тытса яла килтӗм те, мана бригадир ятлать: «Сан ана ӗҫ юлнӑ тулӑ
вырманни», - тет. Выртӑм вара туллине те.
Мӗншӗн эпӗ учитель профессине
суйласа илтӗм? Тен, килте аппасем виҫҫӗшӗ те ҫак профессине вӗреннине пула?
Ахӑртнех, ҫавӑнпа пулӗ.
Института вӗренме кӗрсен, эпӗ кашни
икӗ эрнере вырсарни куна яла, атте патне, каяттӑмччӗ. Ялта мунча хутса
кӗреттӗмӗр, урай-кӗпе, алкум-йӗм ҫуса хӑвараттӑм, кукӑль пӗҫереттӗм.
Яла эпир пӑрахутпа ҫӳреттӗмӗр. Шӑматкун каҫхине Шупашкар – Хусан ҫулӗпе ҫӳрекен
пӑрахут ҫине ларатпӑр, Криуша пристаньне ҫитсен пӑрахут ҫинчен анатпӑр.
Шанарпуҫне, ман тӑван яла ҫитме тата ҫичӗ ҫухрӑм ҫуран утмалла. Ҫапла майпа
ҫурҫӗр иртсе икӗ сехетре эпӗ киле ҫитетӗп. Килти пӗтӗм ӗҫе туса пӗтернӗ хыҫҫӑн,
вырсарникун, каҫхине 8 сехетре Криушӑна пӑрахут патне утатпӑр. Хусан – Шупашкар
пӑрахут 10-11 сехетсенче Криушӑна ҫитет. Шупашкара ҫак пӑрахут пире 6 – 6,5
сехет тӗлне ирхине илсе ҫитерет. Эпӗ яланах ҫак пӑрахутпа ҫӳренӗ. Вӗренме
яланах вӑхӑтра ҫитнӗ.
Кӗркунне Атӑл ҫинче каҫсерен, юпа
(октябрь) уйӑхӗнче тӗтре пулать. Нимӗн те курӑнмасть. Паллах, пӑрахут якорь
ярса лартать, малалла каяймасть. Эпӗ Шупашкара кӑнтăрла 12 сехет иртсен тин
ҫитрӗм. Занятисем пӗтесси нумаях та юлман. Манӑн общежитие кайса килтен илсе
килнӗ апат-ҫимӗҫе хумалла, хывӑнса тӑхӑнмалла. Юлтӑм ӗнтӗ занятисенчен.
Манпа хамӑр группӑри юлташсенчен никам та калаҫмасть. Тепӗр кун уроксем хыҫҫӑн
пирӗн группӑра комсомолецсен васкавлӑ пухӑвӗ пулчӗ. Кун йӗркинче пӗр ыйту:
Ефремова Марийӑн уйрӑм ответлӑхӗ. Кун йӗркине вуласа пачӗҫ. Эпӗ нимӗн те
ӑнланмастӑп. Мӗнле айӑпа кӗтӗм эпӗ? «Эсӗ комсомолка, сан занятисене чирлемесӗр
сиктерме юрамасть», - илтетӗп эпӗ. Никам та мана ӗненесшӗн пулмарӗ. «Выговор с
занесением в учётную карточку», - тесе йышӑнчӗҫ. Ҫапла эпӗ хам пурнӑҫра
пӗрремӗш хут тӗрӗсмарлӑхпа куҫа-куҫӑн тӗл пултӑм. Питӗ нумай вӑхӑт хушши канӑҫ
памарӗ ҫак пулӑм мана. Хальхи ӑспа эпӗ ӑнланатӑп: эпӗ хам айӑплӑ кирлӗ сӑмахсем
тупса юлташсене ӗнентерме пӗлменнишӗн. Кӗтменлӗх, кӳренӳ ман куҫа хупласа хунӑ
ун чухне.
1966 ҫулта, институт пӗтернӗ
хыҫҫӑн, мана Куславкка районӗнчи Кунер шкулне ӗҫлеме ячӗҫ. Ҫамрӑк учителе мана
вырӑс чӗлхипе литератури урокӗсемсӗр пуҫне рисовани тата пени урокӗсене
вӗрентме хушрӗҫ. Пурӑнма вара хваттер тупса пачӗҫ. Хваттер хуҫи хӗрарӑмӗ Клавье
аппа мана хӑй хӗрӗ пекех йышӑнчӗ. Эпӗ хамӑн пурнӑҫра ун пек тарават, ырӑ
кӑмӑллӑ, тӳрӗ чунлӑ сăпай ҫынсене сахал курнӑ.
Тӑватӑ уйӑх ӗҫленӗ хыҫсӑн эпӗ
качча тухрӑм, 1967 ҫулта октябрь уйӑхӗнче аслӑ хӗрӗме, 1969 ҫулта иккӗмӗш
хӗрӗме, 1978 ҫулта ывӑлӑма ҫуратрӑм. Амӑшӗ пулни мӗн тери пысӑк савӑнӑҫ пулнине
туйма пӳрнишӗн пӳлӗхе тав тӑватӑп.
1970-мӗш ҫулта Чӑрӑш Туҫа шкулӗнче, унтан
Кӑнар шкулӗнче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва 2000 ҫулта тухрӑм. 1979-мӗш ҫултан пуҫласа
чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентрӗм, районти методика пӗрлешӗвне ертсе пытӑм,
ҫав вӑхӑтрах шкулти профком председателӗ пулса та чылай ҫул тӑрӑшрӑм.
2000 ҫултанпа 2-мӗш группӑри
инвалид пулнӑ май, нумай ӗҫсене тӑваймастӑп халь.
Турра шӗкӗр, кӑштах вулатӑп, кӑштах мӑнуксемпе вылятӑп, тӑван-хурӑнташсем
ҫинчен аса илӳсем ҫырма хӑтланатӑп.
Ҫамрӑксене мӗн сунам? Ыррине ҫеҫ.
Сывлӑх пултӑр ҫирӗп, мӑшӑр пултӑр юнашар, ачӑрсем савӑнӑҫпа тултарччӑр пурнӑҫа!
Йывӑр вӑхӑтра нихӑҫан та пуҫа ан усӑр! Ҫутӑ кунсем малашне пулаҫҫех!
Александра Васильева çырса илнĕ.
Мана
вĕрентекен ĕçне алла илме пулăшакансенчен пĕри – Белова Мария Ивановна. Чылай
çул каялла юлчĕ пулин те, çак çирĕп те тÿрĕ чунлă, хăй ĕçне юратса ĕçленĕ
вĕрентекене ырăпа аса илетĕп. Университетра вĕреннĕ вăхăтра педагогика практикине Мария Ивановна патĕнче
ирттерме тÿр килчĕ. Вăл ирттернĕ уроксем маншăн ĕмĕрлĕхех çул маякĕ пек пулса
юлчĕç. Уроксене тĕрĕс йĕркелеме пĕлни, темăна кĕскен те ăнланмалла ачасем патне
çитерме пултарни яланах тĕлĕнтеретчĕ. Вĕрентекенсемпе пĕр чĕлхе тупса тăван
чĕлхе пуянлăхне ăша хыватчĕ. Мария Ивановна – чăн-чăн аслă вĕрентекен. Вăл кÿрентермесĕр
çирĕп ыйтма пĕлни пирĕншĕн питĕ паха пулнă. Хăй ĕçне чуна парса туни;
çамрăксене тĕрĕс çул кăтартса, пулашса пыни; анлă тавракурăмĕ, иксĕлми вăй-халĕ
ыттисенчен уйăрса тăратчĕ ăна. Пултаруллă вĕрентекен ырă кăмăлĕпе, пурне те
ăнланма пĕлнипе пуриншĕн те çывăхчĕ. Мария Ивановна паян та маншăн
наставник.
Егорова Вера Алексеевна,
Чурачăкри вăтам
шкулĕн вĕрентекенĕ,
халĕ Тивĕçлĕ канура.
Эпĕ
Мария Ивановнăпа, тин кăна вĕренсе пĕтернĕ çап-çамрăк учитель,1980 çулта август
уйăхĕнче вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн иртекен методика ларăвĕнче паллашнăччĕ. Вăл
иккен районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи. Пĕрре
курсах мана сăпайлăхĕпе, лăпкăн та пĕр тикĕссĕн юхакан калаçăвĕпе, çав вăхăтрах
çирĕп те татăклă йышăнусем тунипе килĕшрĕ.
Каярахпа
вара Мария Ивановна ирттерекен уроксенче пĕрре мар пулма тÿр килчĕ, яланах
маншăн мĕн те пулин çĕннине илеттĕм.
Çамрăк
специалист пулнă май, малтанхи вăхăтра эпĕ ирттерекен уроксенче те пĕрре кăна
мар пулнă вăл. Чи малтанах лайăххине каласа хавхалантаратчĕ, çитменлĕхне те
палăртса сĕнÿсем паратчĕ.. Нумай вĕреннĕ эпĕ вĕсенчен, маншăн вăл – ĕçри
вĕрентекен. Мĕнле те пулин ыйту килсе тухсан телефонпа та çыхăнса советленнĕ,
яланах тĕрек туяттăм.
Паянхи
кун та, иксĕмĕр те тивĕçлĕ канура пулсан та, çыхăнăва татмастпăр. Шăнкăравласа
пĕр-пĕрин пурнăçĕпе, сывлăхĕпе интересленетпĕр.
Светлана Николаевна
Колесникова, Вăрăмçурт вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ пулнăскер , 1999-2009 çулсенче
чăваш чĕлхипе литературин методика
пĕрлешĕвĕн ертÿçи