Иван Викторов поэта асăнса
Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуç хунă паттăр
писатель-журналист Иван Викторов çуралнăранпа кăçал авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче 120
çул çитрĕ. Çак кун Çĕрпÿ районĕн Хурамал ялĕн çăви çинче хисеплĕ çыравçа асăнса лартнă
палăк патĕнче Кăнар шкулĕн ачисемпе вĕрентекенсем, культура керменĕпе
библиотека ĕçченĕсем, ял тăрăх пуçлăхĕ Геннадий Васильев, поэт тăванĕсем тата
Хурамал ял халăхĕ пухăнчĕç. Вăрçă паттăрне чыслама Чăваш Республикин тава
тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи Геронтий
Никифоров тата Чăваш наци радиовĕн аслă редакторĕ Владимир Егоров килсе çитрĕç.
Поэзи уявне Килейкасси ялĕн библиотека пуçлăхĕ Людмила
Герасимова йĕркелесе пычĕ. Уява журналист Владимир Егоров уçрĕ. Тухса калаçакан
Геронтий Никифоров Иван Викторовăн фронтри паттăрлăхĕпе паллаштарчĕ.
Иван Викторовăн вăрçăри вилĕмсĕр паттăрлăхĕпе паллашнă хыççăн
Кăнар шкулĕн ачисем, Федорова Ангелинăпа Иванова Анастасия 8 класра
вĕренекенсем тата Федорова Карина 5 клавра вĕренекен, ентеш çыравçăн сăввисене
илемлĕ каларĕç. Паттăрăн ĕçне-хĕлне нихçан та манмăпăр, ăна хамăр хастарлăхпа
вĕренÿре пуянлатса пырăпăр терĕç вĕсем. Поэт тăванĕсенчен Вячеславпа Лидия
Федоровсем шкул ачисене, вĕрентекенсене, клуб ĕçченĕсене, ял халăхне куккăшне
хисеплесе поэзи кунне ирттернĕшĕн тав турĕç. Сумлă ентеш çыравçа хисеплесе
пухăннисем чăрăш лăссинчен тунă çыхă тата чĕрĕ чечексем палăк патне хучĕç.