Арсений Тарасовпа тĕл пулни

Кăнарти вăтам пĕлÿ паракан  шкулта кĕçех  Чăваш чĕлхи эрни пуçланмалла. Чăваш чĕлхи эрни тăршшĕпех   тĕрлĕрен мероприяти пулса иртĕ. Паян вара,   ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче, пирĕн шкул ачисем Кăнарти библиотекăра  Арсений Тарасовпа йĕркеленĕ тĕл пулура пулчĕç.

Тарасов Арсений Алексеевич — чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, журналисчӗ. 1956 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Пӑлакассинче ҫуралнӑ. И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн филологи факультетӗнче вӗренсе тухсан Чӑваш телерадио комитетӗнче, унтан пӗр хушӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ, кайран каллех Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанине куҫнӑ. Чылай хушӑ тележурналист пулса ӗҫленӗ — «Тавсси» автор передачине йӗркелесе ертсе пынӑ. Унӑн малтанхи сӑввисем 1975 ҫулта «Тӑван Атӑл» журналта кун ҫути курнӑ. «Сутнӑ пӳртри юлашки каҫ» кӗнеки 1991 ҫулта пичетленнӗ. Драматургӑн пьесисене чӑваш театрӗсен сценисем ҫинче паян та пыраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Арсений Тарасов «Тӑван Атӑл» журналта вӑй хурать.

9-мĕш тата 6 –меш класра вĕренекенсемшĕн тĕл пулу питĕ тухăçлă та интереслĕ  иртрĕ.  Арсений Алексеевич чи малтанах библиотекăра пухăннисене (унта шкул ачисемсĕр пуçне Кăнар тата çывăхри ялта пурăнакансем  пухăннă) хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ, пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ. Маларахри çулсенче пичетленсе тухнă кĕнекисемпе паллаштарчĕ.  Çыравçăн хăш-пĕр хайлавĕсем тăрăх Чăваш патшалăх драма тетатрĕнче спектакльсем лартни çинчен пĕлни ачасемшĕн çĕнĕлĕх пулчĕ. Арсений Тарасов каласа панине ачасем питĕ тимлĕн, кăсăкланса итлерĕç.

Калаçушăн тав тунă май ачасем  малашне те çакăн пек тĕл пулусем ирттерме  кăмăл пуррине пĕлтерчĕç.