Пирен пултарулах



Эпĕ тухрăм урама

Юлташсемпе выляма.

Хĕвел пите ăшăтать,

Вăл пире савăнтарать.

               Иванов Артём

Çуркунне çитсе пырать,

Кайăксем юрлаççĕ.

 Урамра хĕвел пăхать,

  Ачасем выляççĕ!

    Васильев Николай

 

Эпĕ тухрăм урама,

Куртăм эпĕ Артёма.

Вăл вылять футболла,

Эп те чупрăм выляма.

               Розов Андрей

 

Эпĕ кайрăм вăрмана

Кăмпа-çырла пуçтарма.

      Килчĕ çумăр алхасса,

   Тартăм киле васкаса.

 Емельянов Даниил

 

Урамра йытă улать

Выçăпа та кичемлĕхпе.

Пÿртре ача нăйкăшать

Ыйхăллă амăш аллинче.     

                 Иванова Анна

 

Хĕвел йăл-йăл ку

Çутă урамра,

Ванюк чупса тухрĕ

 Савăк туйăмпа.      

        Федоров Богдан

 

Шыв хĕрринче кунĕпе

Ача-пăча купипе.

Тăнă-тăман иртенпе

Ишеççĕ пысăк кимĕпе. 

                 Фролова Александра

 

 Çуркунне

Çурхи кунсем çитсессĕн

Пĕтĕм тĕнче вăранать.

Хирте ана типсессĕн

Ака-суха пуçланать.  

Ир те, каç та уйсенче

Трактор сасси илтĕнет.

Улахри лапамсенче

Путек-сурăх сиккелет.

Ăшă кунсем çитнишĕн

Ача-пăча савăнать.

Тĕрлĕ вăйă выляма

Урама пуçтаранать.

Ват çынсем те килĕнчен

Кăштартатса тухаççĕ.

Хĕвел шевли айĕнче

Хĕртенсе савăнаççĕ.

              Федорова Карина