Эпĕ тухрăм урама Юлташсемпе выляма. Хĕвел пите ăшăтать, Вăл пире савăнтарать. Иванов Артём |
Çуркунне çитсе пырать, Кайăксем юрлаççĕ. Урамра хĕвел
пăхать, Ачасем выляççĕ! Васильев
Николай
|
Эпĕ тухрăм урама, Куртăм эпĕ Артёма. Вăл вылять футболла, Эп те чупрăм выляма. Розов Андрей
|
Эпĕ кайрăм вăрмана Кăмпа-çырла пуçтарма. Килчĕ çумăр алхасса, Тартăм киле васкаса. Емельянов Даниил
|
Урамра йытă улать Выçăпа та кичемлĕхпе. Пÿртре ача нăйкăшать Ыйхăллă амăш аллинче.
Иванова
Анна
|
Хĕвел йăл-йăл ку Çутă урамра, Ванюк чупса тухрĕ Савăк
туйăмпа. Федоров
Богдан
|
Шыв хĕрринче кунĕпе Ача-пăча купипе. Тăнă-тăман иртенпе Ишеççĕ пысăк кимĕпе.
Фролова Александра
|
Çуркунне Çурхи кунсем çитсессĕн Пĕтĕм тĕнче вăранать. Хирте ана типсессĕн Ака-суха пуçланать. Ир те, каç та уйсенче Трактор сасси илтĕнет. Улахри лапамсенче Путек-сурăх сиккелет. Ăшă кунсем çитнишĕн Ача-пăча савăнать. Тĕрлĕ вăйă выляма Урама пуçтаранать. Ват çынсем те килĕнчен Кăштартатса тухаççĕ. Хĕвел шевли айĕнче Хĕртенсе савăнаççĕ. Федорова Карина |